Myvideo

Guest

Login

нтерне - 100 пин тенк

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Ĕçчен çынна ĕç хăй шырать. Республикăра пурăнакан хĕрарăмсем валли йĕркеленĕ «Анне-усламçă» çĕршыв шайĕнчи программа Чăваш Енре 5-мĕш хут иртет. Кăçал пурĕ 73 çын хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 35-шне малалла тупăшма суйласа илнĕ. Çул çитмен ачаллă аннесем, усламра пĕрремĕш утăм тăвакансем е халиччен ку енре ĕçлесе курнисем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарма хатĕрленеççĕ. Пĕрисем бьюти-сферăпа, тумсем çĕлессипе, çимĕçсенчен çыхă тăвассипе ĕçлеççĕ пулсан, теприсем вара ялта тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ. МАРИНА ВАСИЛЬЕВА: «Ялта халăх ĕç тупаймасть. Нумайăшĕ хурланаççĕ ĕç çук тесе. Ĕçлекен çын вăл таçтан та ĕç тупать. Çавăнпа каласан, хам шухăшпа манăн ачасем пысăкланнă çĕре мĕнле те пулсассăн бизнес уçса ярса ачасене таçта ярас килмест, килте хăварас килет. Ялта пурăнакан çамрăксем пурте тухса ан кайччĕр тесе, ялсене пĕтерес мар тесе ачасене килте хăварасшăн». Тупăшăва хутшăнакансем 3 кун усламçăсен картлашкипе еплерех хăпармалли çинчен пĕлӳ илĕç. Ăстаçăсен вăрттăнлăхĕсене усă курса хĕрарăмсем конкурсăн юлашки кунĕнче хăйсен проекчĕсемпе паллаштрĕç. Çĕнтерӳçĕне çĕр пин тенкĕ кĕтет. Вăлах çĕршыв шайĕнчи тапхăрта Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕ. Унта та мала тухсан енчĕке миллион тенкĕлĕх хулăмлатма пултарĕ. НАТАЛЬЯ ВАСИЛЬЕВА: «Çимĕçсенчен çыхăсемп хатĕрлетĕп. Çак ĕçпе 4 çул ĕçлетĕп. Гранта çĕнтерсе пĕчĕк мастерской уçса хама ирĕккĕн ĕçлеме тухас килет». Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева тупăшăва хутшăнакансене килĕшекен ĕçре пĕрремĕш утăмсем тума «Анне-усламçă» программа пулăшнине палăртрĕ. Кăткăс та çивĕч ыйтусене тишкерме, йывăрлăхсене çĕнтерме хĕрарăмсене ăнăçу сунчĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later