«Микки мыскарисем», «Ҫĕнĕ касăн шухă яшĕсем», «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать». Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă чи лайăх кĕнеке ал çырăвĕсен авторĕсене палăртрĕç. Вĕсем виççĕн. Николай Ларионовăн «Микки мыскарисем» ĕç «Шкул çитмен тата кĕçĕн классенчи ачасемшĕн чи лайăх хайлав» ята тивĕçнĕ. Кĕнеке ал çырăвĕн авторне 50 000 тенкĕ парса хавхалантарĕç. Юрий Исаевăн «Ҫĕнĕ касăн шухă яшĕсем» ĕç «Пиллĕкмĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн чи лайăх хайлав» номинацинче çĕнтернĕ. «Аслă классенчи ачасемшĕн чи лайăх хайлав» ята тӳресем Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекен ал çырăвне палăртрĕç.
Hide player controls
Hide resume playing