Myvideo

Guest

Login

Пул лккине - Атла

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Çĕкĕ – Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ пулă. Шăпах вĕсене Атăла ячĕç те. Пулă лĕккине Чулхула облаçĕнчен кӳрсе килнĕ. Çак ĕçе çулсерен пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн-ха Атăла час-час вĕтĕ пулă ямалла? Кун пирки – малалла. Ытти пулăпа танлаштарсан, çĕкĕ Шупашкарти шыв управăшĕнче нумай тытăнса тăмасть, Атăлпа пĕрлешекен юхан шывсене ишсе каять. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен хисепне пысăклатсах пымалла. Ытти çулсенче лĕкке утă уйăхĕнче çеç яраканччĕ, кăçал вара вĕсем час ӳссе çитнĕ. Лĕкке çăткăн пулăсем те юратаççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, 100 лĕкĕрен 5-шĕ çеç вăй илме пултарать. Апла пулин те çакă та юхан шыв экологине лайăхлатать. Атăлта тĕрлĕ пулă пулсан лайăхрах та. Ку енпе малалла та ĕçлеме палăртаççĕ специалистсем.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later