Çĕмĕрт çеçки тăкăнать Çĕмĕрт йывăç авăнать, Çеçки вĕçсе тăкăнать. Шăпчăк кайăк юрламасть, Саркайăкпа ăмăртмасть! Каçĕ сивĕ пулчĕ-ши, Юрри пине çитрĕ-ши? Çамрăк чунăм хумханать, Темшĕн чĕрем кулянать. Савни манран пытанать, Вăййа тухма вăтанать. Мана шанми пулчĕ-ши, Камран сăмах илтрĕ-ши? Уйăх сапать кĕмĕлне Пĕрле пулнă сак çине. Эп пĕчченех ларнине Кам систерĕ савнине? Эх, мăнтарăн юрату, Питĕ вăйлă хăвату! Çĕмĕрт çеçки тăкăнать, Çилпе вĕçсе саланать. Савни килни курăнать, Çамрăк чунăм лăпланать. -Эп кĕтнине туйрĕ пуль, Тунсăхласа çитрĕ пуль!
Hide player controls
Hide resume playing