Myvideo

Guest

Login

Кану тапхрнче салтак емьеленн

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе ятарлă çар операцинче çĕршыва хӳтĕлекен салтаксене кашни ҫур ҫулта икӗ эрнелӗхе отпуска яраҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ҫемйисемпе тата тус-юлташӗсемпе тӗл пулса кӑштах та пулин канма, вӑй хушма пулӑшать. Чӑваш Ене нумай пулмасть отпуска килнĕ ҫар ҫынни Петр Нягин чунпа каннисĕр пуçне çемье çавăрма та ĕлкĕрчĕ. Петр Васильевич çар операцине хăй ирĕкĕпе кайнă. Çак çапăçура пуçне хунă тăванĕшĕн тавăрас туйăм ăна пушшех хĕтĕртнĕ. Нягинсен çемйинче 3 ача пулсан та, пĕрлешӳ керменĕнче мăшăрланнине çирĕплетмен хальччен. Фронтра вара унăн шухăшĕ улшăннă, вăл çемье – хавхалану çăл куçĕ пулнине куллен туйса тăнă. Фронтра курăмлă ĕçсем тунăшăн панă канура вăл мăшăрне мăшăрлану çуртне илсе кайнă. ПЕТР НЯГИН: «Эпир çĕнтеретпĕр. Кирек мĕнле пулсан та çĕнтеретпĕр. Пире çынсем шансан, пире ĕненсен, пире пÿлăшса тăрсан, паянхи пекех çирĕп ура çинче тăрсан эпир малалла пырсан, кашни çын хăй вырăнĕнче пулсан – çĕнтеретпĕр. Ман ĕнтĕ халь тата пысăк яваплăх. Çемье умĕнче, ачасен умĕнче. Ачасене упраса хăвармалла. Вĕсен килте йăлт лайăх пултăр. Пире пулăшакан çынсем вĕсене те поддерживать туччĕр». Петр Нягин Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Паттăрлăх туйăмне пĕрремĕш вырăна хурса çара кайиччен 14 çулти Максим ывăлне çемьери арçын ĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Амелипе Саша хĕрĕсем те, Марина мăшăрĕ те, амăшĕ те Петр Васильевичпа хăпартланаççĕ. Паян çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе ачисене патшалăх хӳттинче. Çемье çавăрнă салтак çӗршыв умӗнчи яваплӑ тивӗҫе малалла пурнӑҫлама утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче фронта каять. Çемье ăшши çапăçу хирĕнче те çул уçса пырасса шанать вăл.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later