Пурнăç усăсăр иртнишĕн кулянмалла ан пултăр тесен ăна тивĕçлĕн пурăнса ирттермелле. Çак каларăша асра тытса пурăнать Георгий Фадеев. Вăл ватă çынсен кунне ĕçтешĕсемпе кĕтсе илет. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕн ветерансен канашне, «Çулăм» ансамбле ертсе пырать. Сăвăсем шăрçаласа кĕнекесем кăларать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Чунпа хăйне яланах çамрăк туять.
Hide player controls
Hide resume playing