🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Пĕчĕкренех ял хуçалăх ĕçне тата тăван тăрăха юратма хăнăхтараççĕ. Республикăри ача сачĕсенче агролабораторисем йĕркелес пуçару лайăх аталанать. Хальлĕхе Чăваш Енре 71 агростанци ĕçлет. 169 ача сачĕ çумне ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене куратор евĕр çирĕплетнĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче агролапамсем уçассине Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви те тимлĕхре тытать. Çак ĕç-пуçа мĕнле йĕркелесе пынине Сергей Артамонов министр муниципаллă округсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура та сӳтсе яврĕ. Агролабораторисен тĕллевĕ – ачасене çĕр çинчи ĕçпе паллаштарасси. Палăртнине пурнăçлас тесе ял хуçалăх таварне туса кăларакансем хирсенче тата предприятисенче экскурсисем ирттереççĕ, ача сачĕсенчи пахчасенче çимĕç çитĕнтерме вăрлăхсем параççĕ, агролаборатори уçма укçа-тенкĕ енчен тĕрев кӳреççĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртме 146 аграри, кооператив, фермер хутшăннă. Тăвай салинчи 1-мĕш ача сачĕнче те кăçал агролаборатори уçăлнă. Вăл пĕчĕккисен юратнă вырăнĕ пулса тăма та ĕлкĕрнĕ. ТАМАРА ПАВЛОВА: «Пирĕн шăпăрлансем агролабораторинче ĕçленĕ май кунта тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Опытсем, экспериментсем тăватпăр эпир, пахча-çимĕç, тĕрлĕ йышши ӳсен-тăран лартма вĕренеççĕ. Кашни кунах вĕсем шăварса, пăхса, вĕсем мĕнле çитĕннине хăйсен куçĕсемпе сăнаса тăрса савăнаççĕ». Çĕрпӳ тăрăхĕнче 19, Муркаш тăрăхĕнче 12, Шупашкар тăрăхĕнче вара 10 агролаборатори уçнă. Анчах, хăш-пĕр муницпалитетсенче ку енĕпе лару-тăру çивĕч. Сăмахран, Йĕпреç, Комсомольски, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсенчи ача пахчисенче хальлĕхе пĕр агролаборатори те уçман. «Çулталăк вĕçлениччен тата вăхăт пур-ха, çавăнпа та кая юлса пыракансенчен кам маларах хăйĕн çитĕнĕвĕпе пĕрремĕш паллаштарасса кĕтетпĕр», – палăртнă Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Hide player controls
Hide resume playing