Куç илеме юратать. Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн общежитийĕн çурчĕ çинче çĕнĕ арт-объект. Ку Станислав Маков ӳнерçĕн ĕçĕ. Унпа киленме Шупашкарти Энтузиастен урамне çитсе килмелле. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче «ФормART» ятлă стрит-арт фестивалĕ пырать. Унта пирĕн ентеш Станислав Маков та хăйĕн ĕçне тăратнă. Вăл «Пĕлӳ вăйĕ» темăпа ӳкерекенсен хушшинче çĕнтерсе юлашки тапхăра тухнă. Уншăн çурла уйăхĕнче фестиваль сайтне кĕрсе сасăлама пулать. Вĕрентекен аллинчен ӳсекен, çутă патне туртăнакан чечек кашни çын чĕрине тыткăнлать. Ӳнерçĕ пĕлтернĕ тăрăх, ал çинчи чечек вĕренекен пултарулăхĕпе çыхăннă. Çеçке çурăлни ачан çăлтăрлă саманчĕ çитнине пĕлтерет. Апла пулсан ачан ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Паллах, кунта вĕрентекен пысăк тӳпе хывнă. Палăртса хăвармалла, Шупашкарта пурăнакансен 87% хулари ҫуртсен хӳмисене тĕрлĕ сăрăпа илемлетни кирлӗ тесе шутлать. Хула администрацийĕ те ку пуçарăва ырлать.
Hide player controls
Hide resume playing