Myvideo

Guest

Login

Алла Салаева ынсене йышнч

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Шупашкарта граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Ку хутӗнче вăл вӗренӳпе кил çумĕнчи территорисене хӑтлӑх кӗртес ыйтусене сӳтсе яврĕ. Олег Иванов Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева патне хӑйӗн ыйтăвĕпе килнĕ, вăл хула варринче пурӑнать, ачасене вара тӗп хулан ытти микрорайонӗсене вӗренӳ учрежденийӗсене турттарма тивет. Хӗрӗ ҫӗнӗ кăнтăр районӗнчи коррекци шкулӗнче вӗренет, ывӑлӗ ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ районĕнчи шкула çӳрет, мӗншӗн тесен хăйсем пурăнакан çĕрте вӗренӳ учрежденийĕнче вырӑн ҫук. Алла Салаева ку ыйтăва ним мар пăхса тухрĕ, 10-мĕш шкула ачине вырнаçтарма май пуррине пĕлтерчĕ. Тепӗр ыйту Татьяна Швардаковӑран пулчĕ. Хулари Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш çуртӑн картишӗнче совет вӑхӑтӗнче завод ҫыннисем туса лартнӑ кирпӗчрен тунӑ кивӗ сцена вырнаҫнӑ. Паян ҫак конструкци пӗтӗм кил картишне пӑсать. Ыйтăва вӑраха хӑвармасӑр халӑх суйлавҫи граждансене йышӑнса пӗтернӗ хыҫҫӑн Афанасьев урамне юхăнакан объекта пӑхма кайрӗ. Депутат ĕçтешĕсемпе пĕрле ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене хастартсарах пулма хушрĕ. Палăртнă вырăна хӑтлӑх кӗртес енӗпе сӗнӳсем пуҫтарма ыйтрĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later