🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: «Ырă ĕç тума васкар!» Çак сăмахсемпе паян Чăваш Енре «Ачалăхшăн ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Çулсеренех унта пухнă укçа-тенкĕне республикăри йывăр шăпаллă ачасен пурнăçне лайăхлатас, ыр кăмăллăх проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе усă кураççĕ. Пин-пин çынна пĕрлештерекен марафона Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопаркра уçрĕç. «Пĕр çын сурать – типсе ларать, халăх сурать – кÿлĕ пулать», – текен каларăш вăхăт иртнĕçемĕн те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Кăна «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ те çирĕплетме пулатарать. Вăл пулăшнипе пĕрлехи вăйпа тунă пархатарлă ĕçсене шутласа пĕтерме те май çук. 5 çулта çеç 31 миллион тенке яхăн укçа пуçтарнă пирĕн республика çыннисем. Çак нухратпа усă курса «Ăшă çурт», «Васкавлă социаллă пулăшу», «Ача-пăча вулавăшĕ» тата ытти программăна пурнăçа кĕртнĕ, сывлăх енчен хавшак ачасене кирлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ. АЛЕВТИНА ФЁДОРОВА: «Чăваш Республикинчи кашни районти, хулари çынсем хутшăнаççĕ. Районта пуçтарăннă укçа хăш-чухне ытларах районсенех юлса пырать, шкулсене, больницăсене пулăшма, çав вăхăтрах ачасен тĕрлĕ площадкисене уçма куçарса параççĕ укçасене. Çавăнпа та районсенче пурăнакансем хавхалансах ĕçлеççĕ». Пĕлтĕр марафона чи хастар хутшăнакансем – Çĕнĕ Шупашкар çыннисем пулнă. Кăçал та вĕсем йывăр шăпаллисене хавхалантарма хатĕр. Çулсеренех ырăлăх пухмачне тултаракансен йышĕ ÿсет. Эппин, пулăшăва тивĕçекенсем те ытларах пулаççĕ. Акă, сăмахран, хальхинче Çĕнĕ Шупашкарти 48-мĕш «Журавлик» ача сачĕ тĕревлĕ пулчĕ. Çитес вăхăтра унта куç сывлăхне лайăхлатма май паракан хушма медицина оборудованийĕсем вырнаçтарĕç. – Çакăн пек марафонсем пулни, ман шутпа, питĕ кирлĕ вăл, мĕншĕн тесен пирĕн общество аталаннине пĕлтерекен япала вăл. Пирĕн обществăра, уйрăмах чăваш халăхăн ĕлĕкрен пыракан йăла пур, пĕр-пĕрне пулăшасси. Çак ĕçе фонд Правительствăпа, муниципалитетсен администрацийĕсемпе йĕркелесе пыни те самаях çăмăллатать, мĕншĕн тесен эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ ăçта йывăрлăхсем пур. Марафона кирек кам та тÿпе хывма пултарать. Ырă ĕç тăвас текенсен «Раççейри ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмĕпе çыхăнмалла. Юлия Адюкова, Николай Скворцов
Hide player controls
Hide resume playing