Ырă кун тăван сана, мĕнле пурăнан? Эпĕ чĕнсен хăнана темшĕн эс пыман Ĕлĕк пурăннă пĕрле пĕр-пĕрне манман Халь мĕн пулнă- ши пире –тахçанах курман . Кÿрентернĕ те пуль тен хăш чухне сана Эпир тухнă пĕр килтен – каçарсам мана Атте- анне пехилне манар мар нихçан Ырă сунса пĕр- пĕрне пурăнар ялан . Вăхăт çулне пĕлме çук вăл пĕрмай шăвать Тур мĕн çырнă, пĕлме çук – пурăнас пулать Çурăлатпăр çĕр çине хăнана кăна Анчах темшĕн хăш чухне манатпăр çавна . Вăхăту пулсан ларса кан, тăван Сана тĕл пулсан чун савăнать ман Эп сана манман, эсĕ те ан ман Тăвансем пулсан пурăнма аван
Hide player controls
Hide resume playing