Шыв айĕнчи çунатсемпе çӳрекен транспорт çĕнĕ тапхăрне уçма хатĕрленет. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурăнакансен тата Чăваш Ен хăнисен «Валдай» карапсемпе ярăнса çут çанталăк илемĕпе киленме май пулĕ. Билет хакĕ миçе тенкĕ тăрать тата шыв çийĕн çӳрекен транспортпа ăçта-ăçта çитме пулĕ? Ыйтусене манăн ĕçтешсем те тишкерчĕç. Атăл хумĕсем тăрăх 3 илемлĕ карап Шупашкара килет. Сарă-хĕрлĕ тĕслĕ шыв транспортне Чăваш Ен çыннисем инçетренех палласа илчĕç. «Валдай» карапасене вĕсем темиçе çул каяллах кăмăлланă ĕнтĕ. Пĕлтĕр çеç вĕсем 19 000 яхăн çынна турттарнă. Кăçал та çак хисеп патнех ăнтăлаççĕ. СВЕТЛАНА ДЕНИСОВА: «Хальлĕхе Шупашкарпа Хусан хушшинчи билет хакĕ 630 тенкĕ тăрать. Çак хака эпир тытса тăраятпăр, мĕншĕн тесен республика бюджетĕнчен çак перевозкăсене валли субсиди уйăрнă. Чăннипе каласан, билет хакĕ 2 000 яхăн тăрать. Субсидине пула вара Шупашкарпа Хусан хушшинче 630 тенкĕ». Ачасен билечĕ вара йÿнĕрех – вăл 315-тенкĕпе танлашать. Шыв айĕнчи çунатсемпе çӳрекен транспорт Çĕнĕ Шупашкарти портра хĕл каçнă. Унтах карапсен юсавлăхне тĕрĕсленĕ, çĕнĕ тапхăра хатĕрленĕ. Хумсен илемне курса Шупашкартан Хусана çитме ыранах май пулĕ. «Валдай» Чăваш Енĕн тĕп хулинчи юхан шыв портĕнче 8:00 тата 16:00 сехетсенче тапранĕ. Кану кунĕсенче вара караппа Сĕве хулине те çитсе килме май пулĕ.
Hide player controls
Hide resume playing