Myvideo

Guest

Login

Лашапа чупакансем Кубокшн мрт

Uploaded By: Myvideo
3 views
0
0 votes
0

«Лашисем юставлă, ураписем пуставлă». Епле хитрелетсе каланă чăвашсем лаша çинчен сăмах пуçланă чух. Лаша – çур пурнăç тениех мĕне тăрать. Пĕтĕм хуçалăха йĕркеллĕ тытса пыма пулăшакан чĕр чун та спортра малтисен шутĕнче пулма пултарать. Лашапа ăмăртса чупакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илес тесе тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Шăмăршă тата Патăрьел тăрăхĕсенчи лашаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Кăçал Республика кунĕнче Ҫӗнӗ Шупашкарта юланутсен чупăвĕ иртĕ. Лаша хуçисем урхамахĕсемпе хăвăртлĕпе тата ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕç. Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан Олег Хлюкин – ĕçчен чăваш. Унăн хресчен-фермер хуçалăхĕ. Лашасем туяничченех вăл ура çине çирĕп тăнă. ОЛЕГ ХЛЮКИН: «Ман ĕмĕтчĕ конюх пулма. Лашасенетахçанах илесшĕнччĕ, тĕрĕссипе. Малтан хозяйствăна лайăх ура çине тăратмалла, мĕншĕн тесен лаша тытма çăмăл мар. Прибыль çук та унта, тăкаксем пысăк унта. Паянхи кунă манăн виçĕ çурă лаша. Ма 3 çурă теççĕ пурте. Пĕр лашана эпир иккĕн илтĕмĕр. Хамăн 3 лаша. Эпĕ вĕсене юрататăп. Кунĕпе вĕсемпе. Конюхсемпе кашни кун пĕрле калаçатпăр, хутшăнатпăр. Кашни соревнованине çӳретпĕр». Лаша чупăвне чи тăрăшуллисем нумай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ. Çак тăрăхри Петр Майоров фермерăн лашисем те ипподромра хăйсен ăсталăхне кăтартма хатĕрленеççĕ. ПЕТР МАЙОРОВ: «Эпĕ коневладелец. Ферма тытса тăратăп. Ман 12 рысак, 4 тиха. Ыттисем ак 4 лаша чупаканни. Вĕсемпе Максимов Александр Васильевич ĕçлет. Эпĕ çамрăклах юратнă лашасене, паянхи кунччен юратап. Лашасем хитре пулнă». Лаша тĕп вырăн йышăнакан спорта патăрьелсем те тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Ут хастар та тӳсĕмлĕ, вăй-хăватлă, хăвăрт чупакан тата ăратлă пулни пĕлтерĕшлине кунти юланутçăсем аван пĕлеççĕ. Аса илтеретпĕр, лаша спортне кăмăллакан урхамахçăсем Акатуйсенче те ăмăртаççĕ. Республика кунĕнче вара вĕсем Олег Николаевăн Кубокĕшĕн тупăшĕç.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later