Хĕрлисем, саррисем, шуррисем, ман савни, сан савни пеккисем. Кама мĕн тĕсли килĕшет çав. Пĕри чаплă кĕл чечек кăмăллать, тепри вара уй-хирти утмăл туратпа салтак тӳмишĕн çав тери хĕпĕртет. Хитри кирек кама та илĕртет. Чечексенчен хатĕрленĕ арт-объектсем куçа та савăнтараççĕ. Вĕсемпе кăçал чечексен фестивалĕнче паллашма пулать. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Чечексен фестивалĕ Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут иртет. Ку паллă пулăма хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Фестивалĕн тĕп лапамĕ Шупашкарти кӳлмекре пулать. Кунта хальлĕхе сакăр арка вырнаçтарнă. Кашнинче 18-шер ещĕк чечек ларать». Ещĕксенче петуни тата бархатцы чечекĕсем. Вĕсем хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Ӳссен кунта питĕ илемлĕ пулмалла. Фестиваль çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырĕ. Уявра темиçе лапам хатĕрлеççĕ. Пĕрремĕшĕ асамлăх, тепри ял хуçалăх, виççĕмĕшĕ юратакансен вырăнĕсем пулĕç. Сăмахран, ял хуçалăх лаптăкĕнче утă рулонĕсем вырнаçтарнă. Вĕсем саркаланса выртаççĕ. Çитес вăхăтра кунта хир карапĕ те çитмелле. Фестивальте ăсталăх лаççисем те ĕçлĕç. Тĕслĕхрен, чечек кăшăлĕ çыхма вĕренме пулать. Фестивале предприятисем те хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене пурнăçлаççĕ. Кăçал йĕркелекен уяв сăнавлă темелле. Вăл ытларах куçпа чун валли. Çитес çул хутшăнакансене тĕрлĕ номинаципе хавхалантарма палăртаççĕ.
Hide player controls
Hide resume playing