Каллех Граждан урамĕ пирки. Юлашки ултă уйăхра кунти юсав кахаллине кăна калаçтарман пуль. Çур çулта регион ĕçне тимлекен центра ку ыйтупа чи нумай çăхав килнĕ. Ырă хыпарсем те пур. 11-мĕш тата 17-мĕш троллейбуссем хăйсен малтанхи çулĕпе çӳреме тытăнчĕç. Çула юсасси те вĕçленсе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа регион ĕçне тимлекен центра республикăра пурăнакансенчен 29 000 ытла çыру килнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Ен тĕп хулинчен. АЛИНА КИРИЛЛОВА: «Сăмахран, вĕсем час-часах çулсем япăххи çинчен систереççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарта пурăнакансенчен эпир Марпосад шосси, Лапсар проезчĕ пирки чылай пĕлтерӳ илтĕмĕр. Унсăр пуçне Граждански урамри юсав вăраха тăсăлни те çынсене хумхантарать». Ку ыйтусем халăха пĕрремĕш çул кăна пăшăрхантармаççĕ ĕнтĕ. Халĕ юсав вĕçленсе пырать. Çапах та кăлтăксем пур. Вĕсем шăпах çула çĕнетнипе çыхăннă. – Пĕр енчен çулĕ питĕ сарлака, тепĕр енчен переходсенчен те тепĕр урама каçма ниçта та çук. Тротурасене туса парсассăн та пĕтĕмпех таптаса пĕтереççĕ халăхĕсем. Пăхăр-ха, ак кунта тунă халь. Лерелле лавккана ăçта каçас пулать? Юрать кунта частникĕ хăй тунă. Ăçтан? Хам та çавăн пекех утатăп. – Мате Залкăри урамри çула кукăр туса хăварнă, мĕншĕн тесен çынсем тӳррĕн çӳреме юратаççĕ. Тӳрĕ çулпа çӳрес тесе çав çула пăсаççĕ. Хитре çула. Çак ремонт питĕ кирлĕ. Тавтапуç. – Çул айккинче йывăçсем лартса тухсан питĕ кăмăллă пулатчĕ. Йывăçсем нумай пулнă, вĕсене касса пăрахнă. Халь тепре лартнă пулсан питĕ кăмăллă пулатчĕ. Ачасемпе çӳреме кăмăллăрах пулать сывлăш таса пулнипе ĕнтĕ. Кĕтмелли нумай юлмарĕ. Республика кунĕ тĕлне Граждан урамĕ туллин уçăлмалла. Вара троллейбуссемпе ытти халăха турттаракан тимĕр утсем те çӳрĕç. Хальхи вăхăтра Граждан урамĕнче хĕрӳ ĕç пырать. Тротуарсем сарса пĕтереççĕ, чарăну вырăнĕсене лартаççĕ. Урама хăтлăлатма тата ытти ĕçсене çул уçнă хыççăн пурнăçлама палăртаççĕ.
Hide player controls
Hide resume playing