Myvideo

Guest

Login

Раей кунне хатрлене

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Чăваш Енре 450 ытла мероприяти пулмалла. Унта 33 000 çын хутшăнĕ. Раççей кунне халалласа республикăра мĕнле ĕçсем ирттернине те пăхса тухрĕç Правительство çуртĕнче. Чăваш патшалăх пукане театрĕнче çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче спектакль умĕн открытка тума вĕренмелли ăсталăх лаççи уçăлĕ. Вырăс драма театрĕ социаллă тетелте çĕршыв çинчен сăвăсене вуланине пĕр ролике пухса лартать. Çĕнĕ Шупашкарти экспериментлă театр «Эпĕ Раççее юрататăп» вăйă-викторина хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕ «Раççей манăн чĕрере» концерт программипе çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче куракана савăнтарать. Чăваш Республикин ача-пăча вулавăшĕнче çамрăксем «Раççей паттăрсемпе пуян» каçра ятарлă çар операцине хутшăнаканпа тĕл пулаççĕ. Паллах, пур тăрăхра та Раççей кунне халалласа уяв иртĕ. «Раççей чӳречи» акци нумайăшне тыткăнламалла. Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнтерӳ лапамĕнче «Эпĕ, эсĕ, вăл – пурте пĕрле пĕр çĕршыв» флешмоб, «Раççей – мăнаçлă çĕршыв» концерт пулать. Шупашкар эрне тăршшĕпех çак куна халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç хатĕрленĕ. Çĕртмен 12-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ тӳремре уяв концерчĕ пулать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later