Myvideo

Guest

Login

Пурин те лемелле!

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Çак таранччен республикăра 47056 çын кăшăл чирпе нушаланать, 4086-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Талăкра 44-шне ковид-19 диагноз лартнă. Чăваш Енре çак хăрушă чир сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штабра Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенчи лару-тăрăва уçăмлатрĕç. Вакцина тутарассипе кая юлса пыракан, кăшăл чирпе кĕрешес тĕллевпе йышăннă чарусене пурнăçламан муниципалитетсене те пуçран шăлмарĕç. Çĕнĕ çулхи уявсем иртсе кайрĕç. Унччен маларах республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ оперативлă штабра раштавăн 30-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕччен канмалли, апатлантармалли учрежденисен ĕçлеме юрамасть тесе йышăннăчĕ. Мобильлĕ ушкăнсем тĕрлĕ района, хулана тухса çӳренĕ. Шупашкарти хăш-пĕр кану учрежденийĕ ĕçленĕ çеç мар, тĕрлĕ йĕркесĕрлĕхпе палăрнă. Йĕрке хуралçисене те чĕнтерме тивнĕ. Оперативлă штабра вĕсен ячĕсене вăрттăнлăхра хăварчĕç. «Кашнинпех çирĕп ĕçлемелле, явап тыттармалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ вĕсен тĕлĕшпе. Аса илтеретпĕр, актсене хула администрацийĕ республикăри экономика министерствине ярса парать,

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later