🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Шупашкар тăрăхĕнче Куснар ялĕнче пурăнакансем халĕ те çулсăр. Эпир унта утă уйăхĕнче пулнăччĕ. Пирĕн умрах Сергей Егоров подрядчик çула çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен йĕркене кĕртме сăмах пачĕ. Шаннă кайăк йăвара-и-ха? Ыйтăва уçăмлатма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкар тăрăхĕн прокуратурин ĕçченĕпе çула тухрĕ. Халĕ ку ĕçпе вĕсем тĕрĕслев ирттереççĕ. Мĕнле пулнă çавăн пек тесе те калаймăн. Лару-тăру йĕркеленес вырăнне япăхлансах пырать. Çулĕ çурăлать, ишĕлет. Гвардейский урамне паян та транспорт кĕрсе тухаймасть. Халĕ çулпа утнăçемĕн вăл юхса анас хăрушлăх ӳссех пырать. Ишĕлсе аннă çĕр вара газ пăрăхне тĕкет. Куншăн Куснар ялĕнче пурăнакансем Сергей Егоров подрядчика айăплаççĕ. Вăл çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен туса пĕтерме сăмах панăччĕ. Анчах кунта ĕç пуçламаннине кашниех курать. ТАМАРА ВИКТОРОВА: «Пире çулсăр хăварчĕ халь. Халь çуркунне çитсен газсăр хăварать. Тата ĕçмелли шывсăр хăварать кун пек. Васкавлă пулăшу чĕнсе, пирĕн пĕчĕк ача чирлесе ӳкрĕ пирĕн урамра, чĕнсе, нимĕнле те кĕреймеççĕ. Çумăрсем тăчĕç. Пушарнăй машин те кĕреймест». Юханшыв çул шырать. Вăйлă çумăрсем хыççăн çула çырма çурса янă. Кӳленчĕк пулса ларнă вырăнсенче шурлăх пуласран та асăрханмалла. Лару-тăру пушшех те начарлансах пырать. Кĕркунне çывхарнă май ял çыннисем çулсăр юласран пăшăрханаççĕ. Ку çивĕч ыйтăва татса пама хистеççĕ. ВЯЧЕСЛАВ СТОЛЯРОВ: “Паянхи кун илсен ĕнтĕ, чăнах та, 10 август валли пирĕн подрядчик çак ĕçсене туса пĕтеретĕп терĕ ĕнтĕ, анчах та çак ĕçсене, хăй каланă сăмахсене тытаймарĕ. Эпир куратпăр ĕнтĕ, чăнах та, пирĕн çул мĕнле состоянинче пулнă, çакăн пекех паянхи кун та”. Подрядчика ĕçсене вăхăтра пурнăçламаншăн штрафлаççĕ. Ăна ултавçă подрядчиксен реестрне кĕртесшĕн. Çул тăвас ĕçе малаллах тимлĕпĕр.
Hide player controls
Hide resume playing