Myvideo

Guest

Login

леме те, вренме те лкре

Uploaded By: Myvideo
15 views
0
0 votes
0

Агроном, ветеринар, зоотехник, апат-çимĕçе тирпейлекен. Ку профессисем ял хуçалăх тытăмĕпе тӳрремĕн çыхăннă. Вĕсене Чăваш патшалăх аграри университечĕ хатĕрлет. «Карьера кунĕсем» шайĕнче аслă шкулăн вĕренекенĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова тата патшалăх ветеринари тытăмĕн ертӳçи Константин Викторов тĕл пулчĕ. Анастасия Степанова Чăваш патшалăх аграри университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Илнĕ пĕлĕве тӳрех ĕçре усă курать çамрăк. Вăл Патăрьелти хуçалăхра ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлет. Ĕлкĕрсе пыма ансат мар пулин те ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарни усăллă пулнине палăртать хĕр. АНАСТАСИЯ СТЕПАНОВА: «Ĕçе каятăн та ĕçре вара куратăн, ăçта мĕскеррине ăнланатăн, мĕншĕн тесен партта хушшинче вĕренсе ларса кăна эсĕ вăл япалана курмастăн – мĕнлерех сывлаттармаллине, мĕнлерех, ăçта вырнаçнисене ăнланма йывăр. Хăçан эсĕ ĕçлетĕн, вĕренетĕн, ун чухне çăмăлрах». Çамрăк специалистсене патшалăх та тĕрев парать. Вĕсемпе «Карьера кунĕсем» шайĕнче влаç тытăмĕнче тăрăшакансем те усăллă тĕл пулу ирттер

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later