Кăçал Чăваш Енре çул юсассипе нумай ĕç туса ирттермелле. Кун пирки наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине тишкерекен ларура пĕлтернĕччĕ. Кунта тепĕр самант та пур. Юсав вăхăтĕнче пахалăх пирки те манмалла мар. Шăпах çакăн пирки калаçрĕç те эрне кун Çĕрпӳре иртнĕ канашлура.
Hide player controls
Hide resume playing