Myvideo

Guest

Login

Чваш Енн хисепл ыннисем, Шупашкарта пурнакансем!

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем, Шупашкарта пурӑнакансем!   Кӑçал Чӑваш Республикин тӗп хули чаплӑ куна – 555 çул тултарнине – паллӑ тӑвать. Хула кунӗпе пурсӑра та чунтан саламлатӑп! Шупашкар – Чӑваш Енӗн тӗп палли, ӑна Атӑлçи ахахӗ тесе каланине те час-часах илтме пулать. Эпир ӑна юрататпӑр, хамӑр кунта пурӑннипе мӑнаçланатпӑр. Шупашкар – ӗç паттӑрлӑхӗн хули. Унӑн иртнӗ кун-ҫулӗ мухтавлӑ, пуласлӑхӗ вара ҫутӑ та шанчӑклӑ.   Кашни ӑру ырӑ йӑла-йӗркене типтерлӗн упрать, пур пек майсене ӑнӑҫлӑн пурнӑçа кӗртсе пырать. Паян эпир фабрикӑсемпе заводсенче вӑй хуракансене, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене, çурт-йӗр çӗклекенсемпе пултаруллӑ ӗҫлекенсене, культурӑпа спорт пулӑмӗсене хутшӑнакансене, çав меро­приятисене йӗркелекенсене, йӗркелӗхе тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерекенсене чысласа сумлатпӑр.  Чӑваш Ен тӗп хулине икӗ хутчен Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула тесе йышӑннӑ. Шупашкарти пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫӗршывра чи пысӑккисенчен пӗ­ри: хула хӑрушсӑрлӑх, ҫаврӑнӑҫулӑх тата пурнӑҫри хастарлӑх енӗпе малтисен ретӗнче.... Source: Олег Николаев | Чувашия

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later