Myvideo

Guest

Login

Асмра юлмалли кану кунсем

Uploaded By: Myvideo
22 views
0
0 votes
0

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче тĕнчипех туризм кунне паллă тăваççĕ. Уявăн тĕп тĕллевĕ – çĕршывсем хушшинчи çыхăнăва аталантарасси, çирĕплетесси. Раççейре юлашки вăхăтра шалти туризм вăй илсе пырать. Уяв умĕн Чăваш Ен тĕп хулине пĕрремĕш хут ятарлă пуйăс килчĕ. Вăл «Атăлçири асăмри кану кунсем» проектпа пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн Пенза, Самар, Чĕмпĕр хулисенче пурăнакансем чăваш халăх историпе тата культурипе паллашрĕç. Атăлçири виçĕ регионтан килнисене республикăра ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хаклă хăнасене ĕлĕкхи йăла-йĕркепе – çăкăр-тăварпа хапăл турĕç. Чăваш халăх историпе тата культурипе паллашма вăхăт питĕ сахал. Каçхи сакăр сехетре пуйăс Шупашкартан каять. Эппин, кашни çеккунта туллин усă курмалла. Чукун çул вокзалĕнчен хăнасем Шупашкарпа паллашма çула тухрĕç. Чапаев ячĕллĕ сквер ку çулӳревре пĕрремĕш пулчĕ. Хăнасем Граждан вăрçи паттăрĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕç. Кĕсье телефонĕ никамăн та алран каймасть – хăй кунта пулнине кашни çирĕплетме тăрăшать. Туристсен тепĕр чарăнăвĕ – Шупашкарти трактор завочĕ. Тимĕр утсен ка

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later