Myvideo

Guest

Login

Раей чемпионач вй илч

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Шупашкарта сывлăх енчен хавшак ачасен çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕиртет. Тупăшу тăватă куна пырать. «Олимпийский» стадионта Раççейĕн аллă икĕ регионĕсенчен тата Беларуç Республикинчен килсе çитнĕ виç çĕр çитмĕл ытла спортсменсен ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Кайри каярах пултăр, малти маларах пултăр. Пĕрин хыççăн тепри. Кашниех мала тухма ĕмĕтленет. Çапах – çĕнтерӳçĕ пĕрре. Чи вăйлисем малтисен ретĕнче пулĕç те. Ăмăртуçăсене хавхалантару туйăмĕ кĕртекенсем пĕрремĕш кунхи тупăшăва хумханса сăнарĕç. АЛИНА ИВАНОВА: «Пĕрремĕш хут çакăн чухлĕ нумай регион килнĕ. Паллах, çак ачасене пурне те тав сăмахĕсем каласшăн. Сывлăхне çитерсе, вĕсем çакăнта килсе ăмăртаççĕ. Пирĕн ачасемшĕн вĕсем тĕслĕх. Сывлăх тата лайăх ăмăртма сунасшăн хамăн Чăваш Республикин командине. Вĕсем лайăх кăтартусем кăтартасса шанатăп». Çăмăл атлетсем тăватă кунра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсемшĕн тупăшĕç. Çӳллĕшпе тăршшĕне сикесси, кĕске тата вăрăм дистанцисене чупасси, йĕтре тĕртесси, диск, сăнă ывăтасси. Паллах, малтанласа ал-урана çемçетмелле. ТАТЬЯНА МАТРОСОВА: «Халĕ спортсменсен хатĕрленӳ тапхăрĕ пырать. Вĕсем хĕрсе кайсах тупăшăва хатĕрленеççĕ. Часах эпир пĕрремĕш ăмăртăвăн çĕнтерӳçине те пĕлĕпĕр». «Тăван килте хуралтă та пулăшать», – теççĕ. Чăваш Енре çӑмӑл атлетикăна кăмăллакансем пурах. Ăмăртуçăсене хавхалантаракансем те стадионта чылай. Вĕсем кашниех хăйсем кăмăллакан спортсмен çĕнтерессе шанаççĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later