Ирĕклĕхшĕн тата çутă тӳпешĕн кĕрешсе пуçне хунă салтака Раççей Паттăрĕн ятне панă. Сăмах – Елчĕк тăрăхĕнчи Тӳскел ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Петров çинчен. Ятарлă çар операцийĕнче вăл хăйне шанса панă уйрăма тивĕçлĕ ертсе пынă. Чăваш салтакĕ 40-е яхăн неонационалиста тата тăшмансен тĕрлĕ йышши çар пĕрлешĕвĕсене тĕп тума пултарнă. Раççей Паттăрĕн çăлтăрĕпе Николай Петровăн ашшĕпе-амăшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чысларĕ.
Hide player controls
Hide resume playing