Республикӑра пурӑнакан 3 пин ытла ача ялта пурӑнма епле аван пулнине палӑртса тӑван тавралӑх сӑн-сӑпатне ӳкерчӗксенче кӑтарнӑ, юрӑ-ташӑра сӑнланӑ, калавсем ҫырнӑ. Уй-хир ытамӗнче, вӑрман ырлӑхӗнче, уҫӑ сывлӑшпа киленсе ҫитӗнекен ачасен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ уҫса пама май паракан “Ялта чи лайӑххисем“ конкурс Чӑваш Енре 3-мӗш хут иртрӗ.
Hide player controls
Hide resume playing