Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Пирус туртни пурна кскетет

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Пĕтĕм тĕнчере пирус туртма пăрахмалли куна çынсене сывлăхшăн сиенлĕ амака хирĕç тăма хăнăхтарас тĕллевпе паллă тăваççĕ. Чăваш Енре хальхи вăхăтра лару-тăру еплерех? Пирус тĕтĕмĕ, чăнахах та, организмшăн питĕ сиенлĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва тĕп хулара пурăнакан çынсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Социологсем палăртнă тăрăх, кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта Раççейре 1 миллион та 300 000 ытла çын пирус туртма пăрахнă. Ку ĕнтĕ сывлăха ытларах тимлĕх уйăрнипе тата чĕлĕм хакĕ ӳснипе çыхăннă. Специалистсем палăртнă тăрăх, пирус туртакан çын 25 ытла амакпа чирлеме пултарать. Кунта миокард инфаркчĕ, инсульт, усал шыçă, сывлав органĕсен, урари юн тымарĕсен чирĕ тата ытти те кĕрет. ЕЛЕНА НАУМОВА: «2007-мĕш çулсенче пирĕн 10 çулти ачасем хушшинче те пируспа вылякансем пулнă пулсан, халĕ ун пекки çук. Кунта ĕнтĕ вĕрентекенсен, волонтерсен тӳпи те пысăк. Никотина улăштаракан япаласем те тупăнсах тăраççĕ: кальян, электронлă сигарет. Çавăнпа та пĕр вырăнта тăмалла мар, ку енĕпе кашни кун ĕçлетпĕр. Вакцинаци пирки манар мар, пирус туртни тата Ковид сывлăха тата та вăйлă сиен кӳрет. Волонтерсем вакцинаци тумаллине çинчен пĕлтерекен хутсем валеçеççĕ. Пирус туртма пăрахас текенсен ăçтан камран пулăшу ыйтмаллине те каласа параççĕ волонтерсем». Ырă тăвакансем паян та айккинче юлмарĕç. Волонтер-медиксем хулари чарăнусенче ыйтăм ирттерчĕç, буклетсемпе листовкăсем валеçрĕç. Пирус туртнин сиенĕ пирки тепĕр хут аса илтерчĕç. Юлашки çулсенче çĕр-шывра та, пирĕн хутлăхра та пирус мăкăрлантаракансен йышĕ чакса пыни куç кĕрет. – Сывлăхлă пурăнас килет. – Сирĕн çемьере кам та пулсан туртать-и? – Туртмаççĕ, упăшка та туртмасть. Туртмастпăр, пире хăнăхтарман апла. – Халь çамрăксем питĕ вăйлă туртаççĕ. Электронлă сигарет. Питĕ вăл сиен тăвать. – Эсир хăвăр чĕлĕм туртса курнă-и? – Çук, нихăçан та. – 20 çул туртнă, халь туртмастăп. Вăл сиенлĕ. – Юратмастăп туртакан çынсене. – Мĕншĕн? – Ман упăшка та туртмасть, атте те туртмасть, кĕрӳсем те туртмаççĕ. – Эсир хăвăр туртса курнă-и? – Çук, туртса курман. Пируспа туслашнисенчен чылайăшĕ туртма пăрахма хал çитереймеççĕ. Кун пек чухне тухтăрсем специалистсенчен пулăшу ыйтма сĕнеççĕ

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later