Кӗвентепе шыв йӑтас е ҫырмара япала чӳхес нуша тинех пӗтнӗ. Халӗ пӳртри крана пӑран та - витресем тулаҫҫӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи чылай яла ҫак ырлӑх ҫитнӗ, ҫав шутра тимеҫе кил ҫеҫ пурӑнаканнисем патне те. Унчченхи башньӑсемпе пӑрӑхсем юрӑхсӑра тухнӑран, ял-йыша пачах та шывсӑр тӑрса юласси шиклентернӗ. Ҫапах та хӑйсем ҫине тӑнипе ҫак йывӑрлӑха татса пама пултарнӑ.
Hide player controls
Hide resume playing