🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ку çул пĕлтерĕшлĕ уявсемпе, çавра çулсемпе пуян. Кăçал Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕрĕнпе 90 çул çитет. Çемье вучахне упракан, тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнакан хĕрарăмсен республика аталанăвне те пысăк тӳпе хываççĕ. Юлашки 2 çулта та вĕсем сахал мар пархатарлă ĕç тунă. Вĕсене паян Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн черетлĕ съездĕнче пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ республикăн тĕрлĕ кĕтĕсĕнче йĕркеленнĕ 26 уйрăма пĕрлештерет тăрать. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă хастарсем тăрăшнипе кашни уйăхрах вун-вун мероприяти иртет. Шăпах хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ ачасемпе çамрăксен патриотизм туйăмне ӳстерес енĕпе чи малтан ĕçлеме пуçланă. Вĕсем пуçарнипе юлашки 2 çулта Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен паттăрлăхне халалланă тĕрлĕ ĕç-пуç иртнĕ те, ирттереççĕ те. Чăваш Енре тулли мар мобилизаци пуçланнăранпа вара хĕрарăмсем хăйсен ăшăлăхĕпе ырăлăхне салтаксене парнелеççĕ, вĕсем валли наци паллиллĕ сăмса тутрисем çĕлеççĕ, çырусем шăрçалаççĕ, гумантари пулăшăвне йĕркелеççĕ. Çак тата ытти сăваплă ĕçсене Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ 95 çул пурнăçласа пырать. Чунĕпе чĕрчен, çапах та ĕçĕпе паттăр «çемье управçисем» малашлăхра çĕнĕ тĕллевсемпе пысăк проектсем пуçарса халăх пурнăçне çăмăллатас тĕллевлĕ.
Hide player controls
Hide resume playing