Кам армана, кам вăрмана — манăн ниçта та каяс килмест. Пĕри утать, тепри чупать — манăн ниçта та васкас килмест. Кам ятлаçать, кам çапăçать — ман никампа та вăрçас килмест. Хăшĕ вăрлать, хăшĕ сутать — ман никама та шанас килмест. Камшăн уяв, камшăн пăяв — тек пĕр сăмах та чĕнес килмест... Пурнăç хăрушă, пурнăç айван — манăн çапах та пурнас килет. Йывăç-и, курăк-и, выльăх е çын — манăн пурне те шеллес килет. “Кам армана“ Петĕр Эйзин
Hide player controls
Hide resume playing