Çемье — пурнăçри чи хаклă пуянлăх, çыннăн чи шанчăклă тĕрекĕ, çирĕп çуначĕ. Шăпах утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Кашни çулах çак уявра нумай ачаллă, чылай çул пĕрле пурăнакан çирĕп те тĕслĕхлĕ çемьесене чыслаççĕ. Кăçал вара çĕршыври лару-тăрăва шута илсе Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев вĕсене видеоçыхăну мелĕпе саламларĕ.
Hide player controls
Hide resume playing