Интернетпа усă курма икĕ компьютер, документсене тата сăн ӳкерчĕксене пичетлеме тĕрлĕ тĕслĕ принтер. Мультфильмсем ӳкерме вара ятарлă студи. Шупашкар тăрăхĕнчи Пархикасси ялĕнче тĕслĕхлĕ вулавăш хута кайрĕ. Ку кăçал Чăваш Енре уçнă тăваттăмĕш модельлĕ библиотека. Ăна «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕкленĕ.
Hide player controls
Hide resume playing