Ăçта хăтлăрах пулмалла? Хăш вырăна илемлетмелле? Çакна ял-хулара пурăнакан хăй палăртать. Онлайн-сасăлав урлă. Чăваш Ен кăçалхипе 3-мĕш хут ку сасăлава хутшăнчĕ. Çĕнĕ объектсене хăтлăх кĕртесси пирки сасăлав çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Килĕшекен вырăншăн ятарлă хутламра пĕлтерме май пулчĕ. Нумай сасă пухнă объектсене çитес çул хăтлăх кĕртме пуçлаççĕ. Раççейĕпе сасăлава 87 регионта 14 миллион çын хутшăннă. Малтанхи çулпа пăхсан 2 миллион сасă ытларах. Чăваш Енри кăтартусем пирки – малалла. Чăваш Енрен сасăлава 136 000 яхăн çын хутшăннă. Хуласемпе тишкерсен Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пуçаруллă пулнă. Çĕмĕрле хулинче пурăнакансем те нумаййăн сасăланă. Тăрăхсемпе пăхсан тăвайсене палăртса хăвармалла. ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «2024-мĕш çулта Чăваш Енре пурăнакансен суйлавне пула округсенче 26 общество лаптăкне хăтлăх кĕртеççĕ. Шупашкарта пурăнакансем Обик вăрманне. Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуран зона тăвассишĕн сасăланă».
Hide player controls
Hide resume playing