Myvideo

Guest

Login

Чваш тррин наци шкул улч

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Чăваш тĕррин музейĕнче çĕнĕ ăсталăх лаççи уçăлчĕ. Халĕ çут çанталăкăн черчен пайĕ кану кунĕнчи вăхăта усăллă та асра хăвармалла ирттерсе тĕрĕ тĕрлес ăсталăха алла илме пултараççĕ. Чăваш эрешĕн вăрттăнлăхĕсене тĕпчеме кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пĕрремĕш урокне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитрĕ. Авалхи йăлапа, кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çамрăксем улах ларма пуçтарăннă. Унта вĕсем алă ĕçĕ тунă, тĕрлĕ çĕнĕлĕхе вĕреннĕ. Унтанпа çулсем иртнĕ пулин те чăваш халăхĕ халĕ те ăруран-ăрăва куçса пыракан пуянлăха упрама тăрăшать. Улаха мар пулин те, чăваш тĕррин музейне, чăтăмлăхпа тăрăшулăха пухса тĕрлеме вĕренме килекен йышлă. Ольга Логинова, сăмахран, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнченех çитнĕ. Чăваш тĕррин вăртăнлăхĕсене тĕпчеме туртăм пурри ăна инçе çула кĕскетсе килме хавхалантарать. ОЛЬГА ЛОГИНОВА: “Пысăк ĕмĕт пур, тĕрлемелли машинкине те илес килет. Хальлĕхе алпа тĕрлеме вĕренес терĕм. Хамăрăн районта, шкул, садсенче тĕрлесе парасшăн. Эпĕ çĕлеме пĕлетĕп, çавна аталантарасшăн малашне. Икĕ хĕр ÿсет. Вĕсем вĕренсен тата лайăх». Ч

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later