Паян Раççейре наука кунне паллă тăваççĕ. Çак уява 1724-мĕш çулта çĕршывра Ăслăлăх академине уçнипе çыхăнтараççĕ. Чăваш Енре те ăслăлăхри çитĕнÿсемпе палăракан сахал мар. Вĕсенчен чи маттурисем уявра чыслава тивĕç пулчĕç. Çĕршыв пуласлăхĕ, унăн аталанăвĕ ăслăлăхпа çыхăннă ĕçсенчен нумай килет. Çакна çамрăксем те лайăх чухлаççĕ. Вĕсем сăнав, тишкерÿ, тĕпчевĕсем ирттерсе малашлăха хăйсен тÿписене хываççĕ. Наука кунĕнче республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕн хастарĕсем хăйсен экспозицийĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе ятарлă куравра паллаштарчĕç. Сăмахран, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче
Hide player controls
Hide resume playing