Myvideo

Guest

Login

Вренни псмасть

Uploaded By: Myvideo
2 views
0
0 votes
0

Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Ăста» конкурс иртрĕ. Унти çĕнтерӳçĕсем тата халăхпа ĕçлекен специалистсем канмалли кунсенче семинарта ăсталăха туптарĕç. Пресс-секретарĕн мĕнле пулмалла-ха? Хыпар хатĕрленĕ чухне мĕн шута илмелле? Çак тата ытти ыйтăва Раççейри экспертсем уçăмлатрĕç. Хыпар. Вăл савăнăçли те, хурлăхли те пулать. Хыпара хатĕрленĕ чухне хăйĕн йĕркине пăхăнмалла. Паллах, пресс-секретарьсен хăйсен сăнлăхĕ те пулмалла. Мускавран çитнĕ ăстасем çак вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç те халăх патне хыпар çитерекенсене. ФЕЛИКС ШАРКОВ: «Пресс-секретарĕн икĕ енчен: хăйĕн имиджĕ пулмалла. Пресс-секретарĕн имиджĕ пулмалсан ăна итлемеççĕ, шутламаççĕ ун çинчен. Иккĕмĕшĕ – çав организацин имиджĕ, кам ячĕпе калаçать, çавăн имиджĕ. Хăш организаци енĕпе калаçать. Тепĕр енчен шухăшламалла унăн – мĕнле аудитори валли калать вăл, мĕнле аудитори валли çырать». Лекци итленипе çеç мар, хушусене те пурнăçлама тиврĕ пухăннисен. «Хулана ертсе пырасси» ĕçлĕ вăйă, пресс-релиз çырма хăнăхтарни пухăннисене малашне ĕçре самай пулăшмалла. ИРИ

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later