Ҫӗршыв чӗринче, Мускаври Хӗрлӗ тӳремре, йӑлана кӗнӗ Кӗнеке фестивалӗ кӑҫал та шавлӑ иртсе кайрӗ. 10-мӗш хут йӗркеленӗ уява яланхиллех Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнчӗ, курма килнисене 200 ытла тӗрлӗрен кӑларӑмпа паллаштарчӗ. Пирӗн чӗлхе, культура, ӳнер ҫинчен каласа кӑтартаканни хальхинче чӑваш халӑх юррисене ҫӗнӗлле янратакан “Дива“ ушкӑн пулчӗ.
Hide player controls
Hide resume playing