Кăшăллă вирус алхаснине пула тунă чару кунĕсем вĕçленчĕç. Учрежденисемпе организацисем малтанхи йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç, анчах та пур муниципалитетра та мар. Тăвай районĕпе Улатăр хулинче чару вăхăтлăха сыхланса юлĕ. Ковиканикул вĕçленчĕ пулин те малтанхи пекех хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла пулĕ. Суту-илӳ çурчĕсемпе пĕрлешӳсене QR-кодсăр тата хӳтĕлев хатĕрĕсемсĕр кĕртмĕç. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарĕç. Çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче. Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ чакмасть-ха. Кунсерен 179 çыннăн COVID-19 палăртаççĕ. Çак амакпа йывăр аптракансем сахалланни савăнтарать. Сыхлăх эмелне яртаракансен йышĕ 50 процентпа танлашать, анчах та ку коллективлă иммунитет йĕркелеме çитмест. Кун пек лару-тăрура чи малтан аслă ăрурисене упрамалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач 60 çултан иртнисене ĕçлеме 4 эрнелĕхе дистанци мелĕпе куçарма сĕнчĕ. «Е вакцинаци тума 2 куна ĕçрен хăтармалла», – терĕ. Вакцинаци тăв
Hide player controls
Hide resume playing