Шупашкар çулран çул капмарланса пырать. Кунта çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ, çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ. Кил-çурт таврашĕ илемлĕ çеç мар, кунта пурăнакансемшĕн меллĕ те пулмалла. Саккунпа килĕшÿллĕн çуран çÿрекенсем валли ятарлă тротуар, автомашинăсем валли çул тумалла. Анчах тĕп хулари «Хĕвеллĕ» тата «Уçă уçланкă» микрорайонсенче пурăнакасем çул-йĕрпе çыхăннă йывăр лару-тăрăва çакланнă.
Hide player controls
Hide resume playing