Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Хветӗр Ҫитта ҫыравҫӑ, ҫар журналисчӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Тӑванӗн ячӗ халӑх асӗнче пурӑнтӑр тесе Валентина Ситова унӑн кӗнекине хатӗрлесе кӑларчӗ. Ҫиттасен йӑхӗнчен тухнӑ ытти ҫар ҫыннисене те кӗртнӗ кӑларӑма Чӑваш Республикин наци библиотекинче пахаларӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing