Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри шкулсем пĕрремĕш класа каякансенчен заявленисем йышăнма тытăнчĕç. Шупашкарта пĕрремĕш класа 9 пине яхăн ача кайĕ. Ачасем хăйсен пурăнакан территорисенчи шкулсене йышăнма ыйтса çырнă заявленисене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнчен йышăнĕç. «Ют» территорири шкулсене каймашкăн — утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланичченех. Тĕп хулари шкулсенчен пĕринче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.
Hide player controls
Hide resume playing