Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии 3-мш хут чи лайх халх участковй

Uploaded By: Myvideo
5 views
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: 3-мĕш хут чи лайăххи. Канаш районĕнчи Сергей Ипатьев çулсеренех республикăра иртекен «Халăх участковăйĕ» конкурсра çĕнтерет. Çивĕч ыйтусене кĕске вăхăтра татса паракан пакунлă ĕçчен ялсен лăпкăлăхĕшĕн талăкĕ-талăкĕпех вăй хума хатĕр. Участковăйăн ĕç кунĕ еплерех иртет? Халăх хисепне мĕнле майпа тивĕçмелле? Çак ыйтусен хуравне пĕлес тĕллевпе Юлия Адюкова репортёр Канаш районне çула тухрĕ. Яланах çул çинче, яланах халăхпа пĕрле. Сергей Ипатьев аслă участковăй ĕçĕ ирпе пуçланать те, çĕрле те, кану кунĕнче те, уявра те вĕçленмест. Кун тăршшĕпе те унăн туса ĕлкĕрмелли сахал мар: ял тавралăхне сăнамалла, учетра тăракан çынсемпе калаçмалла, кĕтмен çивĕч ыйтусене татса памалла тата ытти те. Пĕрре пăхсан вăл – çирĕп йĕрке хуралĕн ĕçченĕ. Яваплă тивĕçе пурнăçлать пулсан та Сергей Александрович кашни çыннах ăшă сăмахпа йăпатма, шӳт каласа кăмăл-туйăмне çĕклеме пултарать. Çак паха ен ăна çивĕч ыйтусене татса панă чухне те пулăшать. Унăн тимлĕхĕнче 23 ял, 8 000 ытла çын. – Сухайкасси ялĕнче пĕр тĕрлĕ халăх пурăнать, Асхва тăрăхĕнче – тепĕр тĕрлĕ, Кармамейинче – тепĕр тĕрлĕ, кашни ялăн хăйĕн психологийĕ ĕнтĕ. Илемлĕ тум, пакунсем Сергей Александровича ачаранах участковăй пулма илĕртнĕ. Халĕ вара çи-пуçĕнчен ытларах çак ĕçпе çынсене пулăшу кӳме май пурри килĕшет ăна. СЕРГЕЙ ИПАТЬЕВ: «Участковăйăн халăх çумнерех пулмалла, халăхăн проблемине пĕлмелле. Ĕç вăхăчĕ мар пулсан та, ман ĕнтĕ тавралла пăхса мĕнле улшăнусем пуррине пăхасси ĕнтĕ вăл пур. Эпир яланах ĕçре тесе калама пулать. 24 сехет эпир ĕçре». Сĕм çĕрле те, ир-ирех те Сергей Ипатьев халăха пулăшма хатĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн номерне Канаш район çыннисем те пĕлеççĕ. Инкек сиксе тухас пулсан вара вĕсем полици пайне мар, тӳрремĕнех участкăвăй патне шăнкăравлаççĕ. АЛЕКСЕЙ ТЕРЕНТЬЕВ: «Унăн административлă участокĕнче яланах йĕрке. Пурте ăна паллаççĕ, пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçне яланах лайăх пурнăçлать, хăйĕнчен «çук» тесе «тумас» тесе нихăçан та ун пек сăмахсем илтмен». Çулталăк пуçланнăрнпа Сергей Александрович 9 преступлени, административлă йĕркерен пăрăннă 100 ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Вăл тăрăшнипе ачасем те пĕчĕкренех тĕрĕс çул çине тăраççĕ. ГАННА ПЕТРОВА: «Пирĕн шкулта учетра тăракан ача çук, анчах та Сергей Александрович шкула çӳрет ачасене ăнлантарса парать, тĕрĕс мар утăм ан туччĕр тесе тăрăшать». ПОЛИНА ВАСИЛЬЕВА: «Сергей Александрович пирĕншĕн тĕслĕх. Вăл пире яланах тĕрĕслĕхе вĕрентет». Сергей Ипатьев хальхи вăхăтра регион чысне Раççей шайĕнче иртекен «Халăх участковăйĕ» конкурсра хӳтĕлет. Ăна хавхалантарас кăмăллисен чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕччен сасăлава хутшăнмалла. Ун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later