«Пирĕнсĕр пуçне никам та!» Çак сăмахсен паян Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те чылай илтме пулчĕ. Ку ахальтен мар. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче сывлăшпа десант çарĕсен кунне уявлаççĕ. Паттăр ячĕ – ĕмĕр пурăннипе тан. Çакна çирĕплетсе Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче сывлăшпа десант çарĕсен ветеранĕсене асăнса палăк уçрĕç. Елчĕк тăрăхĕнчи десантниксем тата вĕсен тăванĕсем паян Аслă Елчĕк ялне пуçтарăннă. Унта сывлăшпа десант çарĕсен ветеранĕсене тата вĕсен ентешне Ульяновск хулинчи десантниксен штурмлакан 31-мĕш уйрăм гварди бригадинче 17 ҫул службăра тăнă, взвод командирĕн ҫумĕ пулнă Александр Малова асăнса палăк уçнă. Тĕп лапама пухăннисем Александр Вячеславовича сывлăшпа десант çарĕн чысне упранă чи патвар салтак пек астăваççĕ. Çакна Александр хăйĕн хастарлăхĕпе кăтартсах тăнă. Вăл Киргизири, Казахстанри, Сирири хирĕҫ тăрусенче хутшăннă. Шел пулин те, кăçал кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Украинăри хĕрӳ çапăçура вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Сывлăшпа десант çарĕсен паттăрĕсене аслисем те, çамрăксем те асра тытаççĕ. Вĕсем çинчен шăрçалакан сăвăсем салтаксен мăнаçлă утăмĕсене манма памĕç.
Hide player controls
Hide resume playing