Тӗп уяв Шупашкарти Кӳлемӗшре иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫак кун тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ яшкӗрӗме чысларӗҫ, вӑл шутра Ҫамрӑксен патшалӑх премине пачӗҫ. Республикӑри каччӑсемпе хӗрсем валли ирттернӗ уявра Хӗрлӗ Тӳрем сцени ҫине чи маттуррисене чӗнсе кӑларчӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing