Myvideo

Guest

Login

Раейн симс ылтн

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Кăҫал “Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» сăрапа хăмла фестивальне хăнасем çĕршыври 11 регионтан пухăнчĕç. Сăра тăвакан заводсем, ăна сутакан организацисен представителĕceм – пĕтĕмпе 25 ытла пĕрлешӳ мероприятие хутшӑнакансене хăйсен паха таварĕсемпе паллаштарчĕç. Уява килме кăмăл тунисен йышĕ маларах палăртса хунинчен тăватă хут та ытларах ӳснĕ. Чăваш Ен хăмлапа ĕçлекен регион. Çĕршывра туса илекен 90 процент симĕс ылтăна шăпах республикăра çитĕнтереççĕ. Çавна май сăрапа хăмла фестивалĕ те кунта анлă иртет. Уяв эрнене тăсăлать, апла пулин те пĕрремĕш кунĕнчех çын йышлă. Кам ĕç хыççăн тӳрех Речниксен тӳремне васкать, кам ятарласа отпуск та илнĕ. Чăваш Енре сăра вĕретекен завод пур, çав вăхăтрах кашни килте тенĕ пекех çак шерпетлĕ шĕвеке хатĕрлеме пĕлеççĕ. Акă, Элĕк тăрăхĕнчен çитнĕ фольклор ушкăнĕ кăпăклă сăрана мĕнле вĕретмеллине куракансене кăтартса пама хатĕрленет. Чăваш Ен хăмла çитĕнтерессипе малтисен йышĕнче, çĕршыври сăра вĕретекен пĕрлешӳсене те регион симĕс ылтăнĕпе хăй çеç тивĕçтересшĕн – умра çак тĕллев. Фестивале тăратнă нумай хăмла сорчĕ – республикăра çитĕнтерекенни. Тĕслĕхрен, Самар облаçĕнчи сăра вĕретекенсем те чăваш хăмлипе ĕçленине палăртаççĕ. Фестивальте кăпăклă сăра тутанса пăхма та, çак шĕвекпе мĕн-мĕн çыртма май килни çинчен те пĕлме пулать. Куракансем валли – кану, пĕрлешӳсемшĕн ĕçлĕ программа хатĕрленĕ. Симĕс ылтăнпа ĕçлекенсем малашне хăмла хуçалăхне мĕнле аталантарасси пирки, умра тăракан чăрмавсем тата патшалăх пулăшăвĕ çинчен калаçĕç. Фестиваль çурла уйăхĕн 19-мĕшĕчченех пырĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later