Раҫҫей синологине никӗслекенсенчен пӗри, тухӑҫ тӗпчевҫи тата ҫулҫӳревҫӗ Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 247 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑм тӗлне “Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн“ регионти уйрӑмӗ тӑрӑшнипе Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫурчӗ ҫинче Бичурин сӑнӗпе мурал уҫрӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing