Myvideo

Guest

Login

Енчкре - 100 пин тенк

Uploaded By: Myvideo
3 views
0
0 votes
0

«Анне-усламçă» çĕршыв шайĕнчи конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. 36 хутшăнаканран 100 000 тенке кам тивĕçни тинех паллă пулчĕ. Çĕнтерӳçĕ çитес вăхăтра Мускав хулинче Чăваш Республикин чысне хӳтĕлĕ. Унта ытти регионти усламçăсемпе миллион тенкĕшĕн тупăшĕ. Апат пĕçересси, ача ӳстересси, киле тирпейлĕхре тытасси хĕрарăмшăн тахçанах йăлана кĕнĕ. Ĕмĕрсем иртнĕçемĕн вĕсем те тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ. Усламçăсен картлашкипе хăпараççĕ. Хăйсене çĕнĕлĕхре тĕрĕслеççĕ. Çак ĕçре «Анне-усламçă» проект пулăшать. Çул çитмен ачаллă аннесем, усламра пĕрремĕш утăм тăвакансем е халиччен ку енре ĕçлесе курнисем 4 кун пĕлӳ пухрĕç. ЕЛЕНА ГРИГОРЬЕВА: “Информаци питĕ нумай. Чăнах та, пĕтĕмпех ăнланмалла. Нумай эпир бизнес-план çинчен калаçрăмăр. Соцсетьсене мĕнле ертсе пырасси пирки, çавăн пекех килте ачасемпе хамăра мĕнле тытмаллине те пире кăтартса, каласа пачĕç. Унсăрăн тата эпир бизнес-визит тетпĕр, пĕрремĕш кунхине ытти предпринимательсем патне те тухса кайса куртăмăр. Вĕсем мĕнрен пуçланине, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнисене пире ăнлантарса каласа пачĕç”. АЛЕВТИНА ДИМИТРИЕВА: “Питĕ-питĕ пысăк информаци пулчĕ. Питĕ кăсăклă самантсем унта. Вăл информацие эпĕ хамăн пуçра шутласа, вырнаçтарса лартрăм”. Ăстаçăсен пĕлĕвне тата вăрттăнлăхĕсене усă курса аннесем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Питсенче йăлтăр кулă пулсан та, кашниех мала тухассишĕн ĕмĕтленчĕ. «Ĕçе юратса тусан, вăл ăнăçлă пулать», – тесе ахальтен каламаççĕ. Наталья Фатыкова Европăри пурăнакансен кукăлĕсене пĕçерессипе проект хӳтĕленĕ. Усламра сахал пулсан та, конкурсра мала тухнă. Вăл çĕнсе илнĕ укçапа ĕçлекенсен шутне ӳстерĕ, кафе уçасси çинчен те пытармарĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later