Myvideo

Guest

Login

Пыск чыс та мналх

Uploaded By: Myvideo
2 views
0
0 votes
0

Кадет пуласси – пысăк чыс та мăнаçлăх. Патриотла воспитани парасси – паянхи шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак тĕлĕшпе вĕренӳ учрежденисенче кадет класĕсем уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Архипов генерал-майор ячĕллĕ кадет шкулĕ ку енпе уйрăмах тимлĕ. Пĕлӳ çурчĕ Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлет. Кунта тăтăшах семинарсем, ăсталăх лаççисем йĕркелеççĕ. Автомат кадетсен аллинче вăр-вар куçать. Ачасем пăшал сӳтес, пуçтарас енĕпе куллен ăсталăха туптаççĕ. Кунти вĕренекенсем – пулас хӳтĕлевçĕсем. Вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш класранах кадет шкулĕнче çирĕп йĕркене хăнăхтараççĕ. АНЖЕЛА

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later