Пир çинче калăпланнă çутçанталăк пулăмĕсем, çут тĕнче хăвачĕ, тăван кĕтесе сăнлакан пейзажсем, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан, илем тĕнчине путаракан картинăсем. Шупашкарти хальхи ÿнер центрĕнче 44 çамрăк ăстан куравĕ уçăлчĕ.
Hide player controls
Hide resume playing