🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Нумай хутлă çуртри хваттерсене ăшăпа вăхăтра тивĕçтерессине çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем туллин пурнăçланă тесен те йăнăш мар. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра ку ĕçе 99 процент вĕçленĕ. Кун пирки Чăваш Енри строительствăпа архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Коледа эрнесерен иртекен ларура пĕлтерчĕ. Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене 100 процент ăшăпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле 4014 çакнашкал кил-çуртра тата 2292 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра ăшă янă. Анчах хăш-пĕр муниципалитетсенче кăлтăксем сиксе тухнă. Улатăрти 3 вырăнта, Комсомольскинчи 5 объектра, Етĕрнери 2 тĕлте тата Шупашкарти тĕплĕ юсав пыракан 2 шкулта хальллĕхе тĕрлĕ сăлтава пула ăшă паман. Коммуналлă хуçалăха аталантаракан фонд пулăшнипе Çĕмĕрлере тата Куславккара ăшă тата вĕри шыв пăрăхĕсене улăштарас ĕç хĕрӳ пыни пирки эпир пĕлтернĕччĕ ха. Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлĕ 142 çуртра ăшă ярас ĕçе туллин пурнăçланă. Ăшă шывпа çыхăннă ыйту та сахал мар кунта пурăнакансен. Паянхи куна вĕри шывпа 77 процент кăна тивĕçтернĕ-ха. Котельнăйсенче ку енпе ыйту çук, ăшши те, вĕри шывĕ те çителĕклĕ. Çĕмĕрлери икĕ урамра пурăнакансене вара çакнашкал шыв çукки канăçсăрлантарать. Пĕр урамра 67 процент таран çак ĕçе пурнăçланă, тепринче тытăнман та. Çивĕч ыйтăва юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне çак енĕпе ĕçлекенсем уçăмлатма шантарчĕç. Куславккара пурăнакансен кил-çурчĕсенче те ăшă. Ку тăрăхра вырнаçнă 7 кил-çуртпа çыхăннă кăлтăка çывăх вăхăтра татса пама шантараççĕ ĕçченсем.
Hide player controls
Hide resume playing