Myvideo

Guest

Login

Пленэра кнекере птмлетн

Uploaded By: Myvideo
3 views
0
0 votes
0

«Турханти хĕл», «Упамсăри ир», «Кĕтӳçĕ», «Каçхи Хусан» тата ытти те. Асăннă картинăсене кăçалхи авăн уйăхĕнче тĕнче шайенчи 14-мĕш Кокель пленэрĕнче çырнă. Унта 16 ӳнерçĕ хутшăннă. Вĕсен картинисене халĕ Турханти культура çуртĕнчи галерейăра кăна мар ятарлă кĕнекере те курма пулать. Паян унăн хаклавĕ профессор Кокелĕн тăван ялĕнче иртрĕ. Чăнах та, 15 çул каялла Турхан ялне республикăра кăна пĕлнĕ пулсан, халĕ çĕршывĕпех, тĕнчипех пĕлеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. 14 пленэр – 169 ӳнерçĕ. Кăçалхине те Раççей регионĕсенчи сăрă ăстисемпе пĕрлех Украина, Белорусь тата Кыргызстан çĕршывĕсенчен хутшăнчĕç. Авăн уйăхĕнчи пленэра ӳнерçĕсем куçăмлă тата куçăмсăр майпа хутшăннă. Вĕсене пурне те Алексей Афанасьевич Кокель кунта пухнă. АЛЕКСАНДР ЕРЕМЕЕВ: «Лев Куракова халалласа ирттертĕмĕр эпĕр пленэра. Паян пленэр вăхăтĕнчи картинăсен каталогĕн презентацийĕ». 14-мĕш пленэра Лев Куракова халаллани ахаль мар. Шăпах вăл пленэра пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. «Эппин, унăн ĕçне пирĕн тивĕçлĕ шайра тытса пымалла», – палăртрĕç хак

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later